2015 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Комсомльскин пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш вӑтам шкулӗнче «Чӑваш чӗлхипе литературине, тӑван ен культурине ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗсемпе килӗшӳллӗн вӗрентесси» ятпа регионсен хушшинчи семинар иртрӗ. Ун ӗҫне Чӑваш Республикин Комсомольски, Елчӗк тата Тутар Республикин Апас районӗсен чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗрентекенсем, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ Ю.М. Виноградов тата Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен ассоциацийӗн председателӗ Г.Л. Никифоров хутшӑнчӗҫ.
Литература тата К.В.Иванов ҫулталӑкне халалланӑ семинарта тӗп калаҫу тӑван чӗлхепе литературӑна ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн вӗрентесси тавра пычӗ. Тухса калаҫакансем патшалӑх стандартне тивӗҫтерекен ӗҫ программисене хатӗрлессипе, вӗренӳ содержание программа картине вырнаҫтарса капаштарассипе, уроксенче ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ курассипе, вӗренӳ ӗҫ-хӗлне тӗрлӗ енлӗ аталантарассипе тата Каҫал ен ҫыравҫисем тата вӗсен литературӑри ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Семинара хутшӑнакансем Чӑваш наци конгресӗн 2015 ҫулта палӑртнӑ ӗҫӗсемпе пулӑмӗсене сӳтсе яврӗҫ.
Пултаруллӑ, чӗлхепе кӑсӑкланакан ачасене пулӑшас, вӗсен пӗлӳ шайне тӗрӗслес тӗллевпе нарӑсан 11-мӗшӗнче ЧР Вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхипе тата литературипе регион шайӗнчи олимпиада иртнӗ. Унта Элӗк районӗнчи ачасем те хастар хутшӑннӑ.
Олипиадӑра район чысне районти тапхӑр ҫӗнтерӳҫи, Юнтапари шкулта вӗренекен Марина Дуткина, Тавӑт шкулӗнче ӑс пухакан Анастасия Куликова хутшӑннӑ.
Олипиадӑра 10 ыйтӑва хуравламалла пулнӑ. Вӗсенчен 5-шӗ — чӑваш чӗлхипе, 5-шӗ — литературӑпа. Ыйтусем ачасен тавракурӑмне тӗрӗслеме май панӑ.
Жюри ӗҫсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Марина Дуткина чӑваш чӗлхипе тата литературипе пысӑк балсем пухнӑ. Вӑл 50 балран 40-шне пухнӑ, абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Юнтапа шкулӗнчи Зоя Леонтьева ҫулсерен олипиадӑна ачасене хатӗрлет. Унӑн вӗренекенӗсем икӗ хут ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта нарӑсӑн 11-мӗшӗнче чӑваш чӗлхипе литературипе олимпиада иртнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Патӑрьел районӗнчи ачасем те унта хастар хутшӑннӑ. 9–11-мӗш классенче вӗренекен пурӗ 10 ача хӑй пӗлӗвне тӗрӗсленӗ.
Вырӑс шкулӗн программипе вӗренекенсенчен Патӑрьелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Данил Гаврилов тата Ольга Туктанова (вӗрентекенӗ — Н.А. Путякова) 48 вӗренекен хушшинче призерсен йышне кӗме пултарнӑ.
Чӑваш шкулӗн программипе вӗренекенсенчен Ыхра Ҫырминчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти 11–мӗш класри Анжелика Портнова — 2-мӗш вырӑнта (вӗрентекенӗ — Светлана Пантелеймоновна Кулакова); Нӑрваш Шӑхальти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 11-мӗш класра вӗренекен Ольга Митрофанова — 3-мӗш (вӗрентекенӗ — Нина Ивановна Павлова).
Паян кӑнтӑрла икчӗлеллӗх пирки каласа паракан ҫӗнӗ сайт уҫӑлнӑ, вӑл www.ich.edu.cap.ru/?t=eduid&eduid=4823 адреспа вырнаҫнӑ. Сайта хатӗрлекенсем ун урлӑ ашшӗ-амӑшӗ килте тата вӗренӳре хӑйсен ачисемпе тӑван чӗлхепе мӗнле усӑ курмалли пирки материалсемпе пулӑшма шантараҫҫӗ, тӑтӑшах ҫӗнӗ статьясемпе тивӗҫтересси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Чӑвашла «Икӗ чӗлхеллӗ ачасем» ят панӑ сайта тӑватӑ чӗлхепе хатӗрленӗ — чӑвашла, вырӑсла, тутарла тата ирҫелле. Пирӗн республикӑра ҫак тӑватӑ чӗлхепе те вӗренӳ пырать иккен. Ҫавах та сайт йӗркелӳҫисем каярах, май килнӗ таран, унта ытти чӗлхеллӗ материалсемпе те паллаштарма шантараҫҫӗ.
Сайта хатӗрлекенсен йышӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне, «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвне тата уйрӑм ҫынсене асӑннӑ.
Ӗнер, нарӑсӑн 11-мӗшӗнче, республикӑн Вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхипе литературин регионти олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна Чӑваш Республикинчи тата республика тулашӗнчи шкулсенчи 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Елчӗк районӗнчи Курнавӑш шкулӗн чысне 11-мӗш класра вӗренекен Мария Корнилова хӳтӗленӗ.
Сӑмах май каласан, регионсем шайӗнчи олимпиадӑсенче Мария 4 ҫул ӗнтӗ лайӑх пӗлӳ кӑтартать иккен. Тӑван ен культурипе вӑл 2 ҫул, чӑваш чӗлхипе тата литературипе 2 ҫул малтисен ретӗнче пулнӑ. Кӑҫалхи ҫивӗч ӑмӑртура та Мария Корнилова ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Паллах, ҫитӗнӳ хӑй тӗллӗн килмест, пӗлӗве вӗреннӗ чухне куллен туптамалла теҫҫӗ унӑн вӗрентекенӗсем.
Мария Корниловǎна олимпиадǎна Н.Н. Круглова тата В.Н. Воронова вӗрентекенсем хатӗрленӗ.
Географи ячӗсене икӗ чӗлхепе пур чухне те ҫырманнишӗн чунӗсене ыраттаракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Ятсене шӑрҫалама тӑрӑшакансем те тепӗр чухне йӑнӑш ҫине йӑнӑшпа ҫырса хураҫҫӗ. «Никампа канашламасӑр ҫыраҫҫӗ-ши?» — тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет ун пекки вара. Йӑнӑшсем пирки «Халӑх тӗрӗслевӗ» портала та ҫыраҫҫӗ. Сӑмахран, Мичман Павлов урамӗнчи 74-мӗш ҫурт пирки калани пурччӗ. «Ҫурт ҫинчи «Мичман Павлов урамӗ / улица Мичмана Павлова» пӗр чӗлхепе кӑна, унтан тата йӑнӑшлӑ ҫырса хунӑ», — тенӗ. «С.Д. Павлов тинӗс ҫарта хӗсметре тӑман, нихӑҫан та. Мичман вӑл хушма ячӗ», — тенӗ ҫӑхав авторӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан И.В. Иванов ятлӑ ҫын вара «Халӑх тӗрӗслевӗ» портала урам ячӗсене икӗ чӗлхепе ҫырма ыйтса янӑ. Иртнӗ эрнере вӑл унта ҫичӗ хутчен ҫыру ӑсатнӑ иккен. Унта вӑл Ишлейри тата Кӳкеҫри нумай хваттерлӗ урамсен ҫурчӗсем пирки каланӑ. Тӗрӗсрех, вӗсене вырӑсла тата чӑвашла кӑтартмаллине асӑрхаттарнӑ. Хӑйӗн ыйтӑвне ӗнентерес тесе ҫыру авторӗ сӑнӳкерчӗксем те ярса панӑ.
Паян — чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, тюрколог, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш АССР наукин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Егоров ҫуралнӑранпа 135 ҫул.
Чӑваш тӗнчинче сумлӑ йӗр хӑварнӑ ҫын 1880 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Энтри Пасар ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ку ял Куславкка районне кӗрет.
Василий Георгиевич тюрколога тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. 1899 ҫулта Чӗмпӗрти учительсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл унти тӗн семинарийӗнче, каярах Хусанти тӗн академийӗнче пӗлӗвне туптанӑ. 1916 ҫулта ӳркенмен чӑваш Сантк-Петербургри университетра ӑс пухать.
Нумай пӗлӳ илнӗскер вӗрентекенте те тӑрӑшать, Сиринче Палестин обществин вырӑссемпе араб шкулӗсен заведующийӗнче тӑрӑшать. Тӑван ҫӗршыва 30 ҫулта таврӑнсан Хусан кӗпӗрнийӗнчи Елабуга хулинче хӗрарӑмсен училищинче, чӑн училищере ӗҫлет. Златоуст хулинче халӑх училищисен инспекторӗнче те тар тӑкать, Халӑх вӗрентӗвӗн Омскри пайӗнче инструкторта тимлет. 1921 ҫулта хастарскер Чӑвашсен рабочи факультетне йӗркелесе ертсе пыма тытӑнать.
Халӑх ыйтнипе Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак кунсенче чӑвашла открыткӑсем кӑларчӗ. Чӑн та лавккасенчи сентресем йӑлтах вырӑслисемпе кӑна тулса ларнӑ — хӑйсен тӗсӗсемпе 100 яхӑн тӗрлӗ открытка илӗртет. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашлисем пачах та ҫук. Ку ҫитменлӗхе пӗтерес тесе ҫулталӑк тӑршшӗпех уявсем ячӗпе открыткӑсем кӑларма палӑртатпӑр.
Чи малтанах эпир Тӑван чӗлхе кунне халалланине кӑларас терӗмӗр. Ӑна нарӑсӑн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Уйрӑмах хальхи вӑхӑтра ҫак уяв питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатпӑр — чылай ҫемьере хӑйсен ачисене тӑван чӗлхене вӗрентмеҫҫӗ.
Иккӗмӗш черете Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне халалланине тӑратрӑмӑр — вӑл та ҫак кунсенче пичетрен тухрӗ. Ӑна эпир чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлерӗмӗр. Открыткӑсене, иккӗшне те, «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ пысӑк мар — 20 тенкӗ кӑна. Нумай тиражпа кӑлармарӑмӑр — кашнине 100 штук кӑна.
Ҫитес вӑхӑтра «Саламлатӑп» ятпа укҫа конвертне тата Хӗрарӑмсен кунне халалланӑ открытка кӑларма планлатпӑр. Вӗсем ҫак эрнерех пичетленсе тухасса шанатпӑр.
«Пӗр чӗлхе — пӗр ӑс, икӗ чӗлхе — икӗ ӑс», — тенӗ Иван Яковлев. Ҫакна тӗпе хурса пурӑнмалла халӑхӑн: ачисене мӗн пӗчӗкренех тӑван чӗлхепе калаҫма вӗрентмелле. Ку — «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна» пурнӑҫламалли тӗп мел те.
Ача тӑван чӗлхене вӗренсе тӑван тӑрӑха юратма, наци йӑли-йӗркине, чӑваш халӑхне хисеплеме тытӑнать. Ҫакна Каҫал тӑрӑхӗнче питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ.
Районти хӑш-пӗр ача пахчинче ачасене чӑваш чӗлхине юратма вӗрентеҫҫӗ, унпа лайахрах калаҫма хӑнӑхтараҫҫӗ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнчи «Хӗвел» ушкӑнра воспитательре ӗҫлекен Алина Леонтьевна Родионова шӑпӑрлансемпе чӑваш чӗлхи каҫне ирттернӗ. Унта вӗсем чӑваш халӑхӗн юррисемпе, ташшисемпе, вӑййисемпе, сӑввисемпе усӑ курнӑ.
Шкула ҫӳремен ачасем «Автан», «Пӗчӗк ҫеҫ путене» юрӑсене шӑрантарнӑ, «Ҫӑпата», «Тухья» вӑйӑсене вылянӑ, «Ташӑ кӗвви» ташланӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ. Ачасене Августа Уляндина юрлакан «Атьӑр, хӗрсем, вӑрмана» юрӑпа ташлани килӗшнӗ. Ачасем «Асанне юмахӗсем» видеоклип пӑхса чӑваш юмахӗсен тӗнчине лекнӗ.
«Подмосковные вечера» юрра пирӗн ҫӗршывӑн визит картти тесе хаклаҫҫӗ. Пуҫласа ӑна 1957 ҫулта Ҫамрӑксемпе студентсен VI пӗтӗм тӗнчери фестивалӗнче шӑрантарнӑ. «Вечерняя Москва» хаҫат нумаях пулмасть ҫав юрра 34 чӗлхе ҫине куҫарнисене пухса кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна редакци нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине Леонид Волкова парнеленӗ.
Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗнче кӗнекене лайӑх тишкернӗ те, паллӑ юррӑн чӑвашла варианчӗ ҫуккишӗн пӑшӑрханса ӳкнӗ. Халиччен, тен, такам куҫарнӑ та пуль тесе ӑна шырама тытӑннӑ. Анчах усси пулман — тупӑнман. Вара Леонид Волков Юрий Сементер поэта чӑвашла куҫарма ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫлемен.
Чӑвашла куҫарнӑ юрра Леонид Волков нумаях пулмасть «Вечерняя Москва» хаҫатӑн тӗп редакторне Александр Куприянова парнеленӗ. Лешӗ ӑна хӑйӗн пӳлӗмӗнче рамкӑра ҫакса хума пулнӑ. «Подмосковные вечера» юрӑ пуххине тепре кӑларнӑ чух чӑвашла куҫарнине те кӗртме шантарнӑ.
Чӑвашла куҫарнӑ варианта Мускаври чӑвашсем нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче Константин Иванова халалласа ирттерме палӑртнӑ уяв каҫӗнче янӑратӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.